МБОУ "СОШ №39" г. Чебоксары

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван сăмах –таса хĕлхем!

29 апреля 2010 г.

Тăван сăмах –таса  хĕлхем!

     Иртнĕ  эрнере республикăмăрти кашни шкултах, ача садĕнчех чăваш чĕлхине халалласа уявсем ирттерчĕç. Чăваш  аталанăвĕн çул-йĕрĕнче Иван Яковлевич Яковлев мĕнле вырăн  йышăннине кăтартакан уяв 3 «Ю» класра иртрĕ. Ăна пуçламăш класс учителĕ Елена Петровна Воронцова ертсе пычĕ. Ачасен пултарулăхне курма ашшĕ-амăшĕ, педуниверситет студенчĕсем тата вĕрентекенсем пынă.

     Уçă урокра Иван Яковлев тăван  халăх  çырулăхне çырулăх парнелени, ăса вĕрентекен «Ылтăн кĕнекине» тавăрса пани пирки каларĕç. Сăмахпа кăна маар, выляса та, ташласа та, сăвăласа та кăтартрĕç. Пухăннисене калавсенчи суеçĕ кĕтÿçĕ юлхав тата тÿпелешме юратакан ачасене сăнарсене курма питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕренекенсем чăвашла та, вырăсла та хитре  те тĕрĕс калаçма пултрани кăмăла   çĕклерĕ.

     Авалхи  вăйăсене те пĕлеççĕ иккен виççĕмĕш класс ачисем. Карталанса вылянă май чăваш халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне уçса пама тăрăшрĕç вĕсем.

     Чи пахи – уява ашшĕ-амăшĕ те хутшăнни, ачасене ку урок  çĕнĕ пĕлÿпе пĕрле хавас кăмăл парнелени, тăван йăла-йĕрке илемне туйса илме пулăшни.

                                                                    Римма Прокопьева

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика