16:19 29 апреля 2019 г.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Библиотекарь ачасем валли шкул библиотекинче Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхне усса паракан кĕнекесен выставкине йĕркелерĕ. Вăл чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса яраканĕ пулнă. Яковлев чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе, улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă.
Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă.
Иван Яковлевич ĕçĕсем, ăслă шухăшĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, вĕсемпе паянхи пурнăçра та анлă усă кураççĕ. Пирĕн вара унăн ĕçĕсене хаклама пĕлмелле тата пурнăçăн çĕнĕ условийĕсенче аталантармалла, чăваш чĕлхине, чăваш халăх культурине сÿнсе ларма памалла мар.
Родионова Л. А.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Средняя общеобразовательная школа №39 с углубленным изучением отдельных предметов" города Чебоксары