Этем – çут çанталǎк тĕнчи. Эпир пурте çут çанталǎк ырлǎхĕпе пурǎнатпǎр. Çут çанталǎк шутне вĕçен кайǎксем те кĕреççĕ.
Вĕçен кайǎксен çут çанталǎкри пĕлтерĕшĕ питĕ пысǎк. Кайǎксем - пире пулǎшакансем, вǎрмансемпе хирсене, пахчасемпе садсене сыхлакансем.
Сивĕре кайǎксем хула ǎшшине туртǎнаççĕ, çынран пулǎшу кĕтеççĕ.
Çынсем те вĕсене пулǎшма тǎрǎшаççĕ. Кайǎксене апат параççĕ.
Анчах та темшĕн пур çын та çут çанталǎк ырлǎхне хакламасть. Этеме пула çут çанталǎкри çыхǎну юлашки ĕмĕрте сисĕнмеллех пǎсǎлса кайрĕ. Кайǎксен шучĕ чакать.
Кайǎксǎр эпир пурǎнайман та пулǎттǎмǎр. Кайǎксǎр çĕр мĕнле пуласси çинчен шухǎшлама та хǎрушǎ.
Çавǎнпа та чǎваш чĕлхи урокĕсенче эпир ачасемпе час-часах çут çанталǎк çинчен калаçатпǎр. Тĕслĕхрен: Раштав уйǎхĕн 6-мĕшĕнче 5Л класра «Пĕчĕк туссене пулǎшмалла» темǎпа урок ирттертĕм. Çак урокǎн пĕр пайĕпе паллаштарасшǎн. Воспитани тĕллевĕсем: вĕрентекенсене çут çанталǎк шǎпи пирĕн алǎра пулнине, ǎна мĕнле упрамаллине тата пуянлатмаллине ǎнлантарасси, кайǎксене пулǎшма вĕрентесси.
139-мĕш страницǎри «Пĕчĕк туссене пулǎшмалла» текспа ĕçлесси.
ü Çĕнĕ сǎмахсемпе паллашасси.
ü Текста учитель вулать.
ü - Кам мĕн ǎнланчĕ?
ü .Ачасем пĕрер предложени вулаççĕ.
ü Çĕнĕ правилǎпа пулнǎ сǎмахсем тупасси.
ü Учитель предложенисене вырǎсла куçарса вулать, ачасем чǎвашла çырнине тупаççĕ.
ü 4-мĕш хǎнǎхтарупа ĕçлесси. Ыйтусене учитель вулать.
ü Содержанине чǎвашла каласа парасси. (1-2 ача).
ü Воспитани моменчĕ.
- Ашшĕ, Настя тата Таня тĕрĕс тунǎ-и?
- Мĕншĕн вĕсем кайǎксене пулǎшма шутланǎ?
Кайǎк ячĕсене аса илесси.
- Эпир паян кайǎксене пулǎшни çинчен текст вуларǎмǎр. Ытларах хĕл каçакан кайǎксене йывǎр килет. Аса илер-ха вĕсене.
Слайд. Кĕвĕ янǎрать. Слайд çине хĕл каçакан кайǎксен ÿкерчĕкĕсем черетпе тухаççĕ.
- Эсир вĕсене пулǎшатǎр-и?
- Мĕн туса пулǎшатǎр?
- Мĕншĕн кайǎксене пулǎшмалла?
Слайд. Ула такка ÿкерчĕкĕ.
Наташа Бурашникова чǎвашла ула такка мĕнле усǎ пани çинчен каласа парать.
Ула такка.
Ула таккка кǎнтǎрлаччен 100 яхǎн йывǎç тĕрĕслесе тухма ĕлкĕрет. Нихǎçан та сиен кумест, вǎрманшǎн чи хǎрушǎ кǎпшанкǎсене пĕтерсе тǎрать. Унсǎр пуçне вǎл чавнǎ хǎвǎлсемпе ытти кайǎк йǎва çавǎрма усǎ курать.
- Кайǎксем усǎллǎ çеç мар, вĕсем çут çанталǎка илем кÿреççĕ. Тĕслĕхрен. Шупашкарти чи илемлĕ вырǎнта, заливра, кǎвакалсем ишсе çÿреççĕ.
Слайд. Кǎвакалсен ÿкерчĕкĕсем.
- Мĕншĕн-ха кǎвакалсем?Мĕншĕн тесен кǎвакалсем Шупашкар хулин гербĕн чĕрĕ символĕсем. Çавǎнпа залива кǎвакалсем янǎ.
Слайд. Шупашкар хулин гербĕ.
- Акǎ Шупашкар хулин гербĕ. Пилĕк кǎвакал вĕçет. Кунти кǎвакалсем Шупашкар ÿссе тĕрекленсе пынине пĕлтереççĕ. Ку çĕнĕ гербǎн авторĕ Элли Михайлович Юрьев.
- Заливра тата тепĕр илемлĕ кайǎксем ишсе çÿреççĕ. Вĕсем - акǎшсем.
Слайд. Акǎшсем заливра.
Аудировани. Учитель акǎшсем çинчен калать.
Акǎшсем – илемлĕ кайǎксем. Вĕсем 40 çул таран пурǎнаççĕ. Апат тиркемеççĕ.
Пирĕн заливра акǎшсем ишсе çÿреççĕ. Вĕсене Краснодар тǎрǎхĕнчен илсе килнç. Пĕр акǎшĕ 10 пин тенкĕ тǎрать.
Кам мĕн ǎнланчĕ?
Дидактика материалĕпе ĕçлесси. Ушкǎнри ĕç.
Слайд. Кǎсǎя ÿкерчĕкĕ. Кĕвĕ янǎрать.
Ачасем виçĕ ушкǎна уйрǎлаççĕ. Вĕсене ĕç материалĕсене валеçсе паратǎп.
Текстсем конверт ǎшĕнче.
Кǎсǎя.
Кǎсǎя усǎллǎ кайǎк. Хурт-кǎпшанкǎсене нумай пĕтерет. Вǎл хĕле хирĕç вĕçсе каймасть. Анчах вĕсене хĕлле апат çитмест. Пирĕн çак усǎллǎ кайǎксене хĕллехи вǎхǎтра пулǎшмалла.
Пĕрремĕш ушкǎнǎн текстра камǎнлǎх падежĕнчи местоимени, иккĕмĕшĕн –мĕнсене? ыйтуна ыйтǎнакан сǎмаха, виççĕмĕш ушкǎнǎн – - малла аффикслǎ сǎмаха тупса доска çине тухса çырмалла.
«Пирĕн кайǎксене пулǎшмалла» предложени пулмалла.
Ачасен пултаруллǎхĕ. Сǎвǎ вулани.
Слайд. Кайǎксем сырǎш çинче апат çини.
Катя Васильева сǎвǎ калать.
Кǎсǎясем.
Пахчана эп сĕтел лартрǎм,
хутǎм тĕрлĕ çимĕçсем.
Пычĕç, ав, кǎсǎясем.
Шутласа та, ак кǎлартǎм:
Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем.
Васкасах апат çиеççĕ,
выçса çитнĕ пулмалла,
хушǎран пǎхса илеççĕ
унталла та кунталла –
шикленеççĕ пулмалла.